Чӑваш чӗлхи
Республика тӳремӗнчи салам сӑмахӗсем Республикӑн тӗп хулинче Ҫӗнӗ ҫул уявӗпе саламланисем ытларах енӗпе вырӑсла. Ку йӑлана кӗнӗ япала теме пулать. Пӗлтӗр те ҫаплаччӗ. ЧНК хула администрацине кун пирки ҫыру шӑрҫаланӑ хыҫҫӑн вӗсем ҫак лару-тӑрӑва тӳрлетме — чӑвашла ытларах ҫырма шантарнӑччӗ. Чӑн та кӑҫал Республика тӳремӗнче малтанхи пек пӗр вырӑсла кӑна мар, чӑвашла саламлани те пур. Анчах шел те, ҫав-ҫавах Шупашкарти саламсем тӗпрен илсен вырӑсла. Тӗслӗх пек тӗп урамри чарӑнусенче вырнаҫтарнӑ плакатсене илсе кӑтартма пулать — вӗсенче пуринче те «С Новым Годом!» кӑна ҫырса тухнӑ, чӑвашли куҫ умне лекмест. ЧНК-на ҫакӑн пирки шӑнкӑравласа ыйтнӑ хыҫҫӑн вӗсем кӗҫех ҫак ыйтупа хула администрацине тепӗр хут ҫыру ҫырма шутлани пирки, кунашкал йӗрке вӗсене тивӗҫтерменни ҫинчен пӗлтерчӗҫ. Сӑмах май ыран ЧНК пайташӗсем хулан администрацийӗ ҫумӗнчи ятарлӑ ревизи комиссийӗпе тӗл пулмалла иккен. Унта вӗсем чӑвашла ятсӑр юлнӑ чарӑну ячӗсене ҫырса хурасси пирки, тӗрӗс мар ҫырнӑ ятсене тӳрлетесси пирки калаҫма планланӑ. |
Чӑваш чӗлхи
«Ирӗклӗх» общество организацийӗ информаци хӑмисене чӑвашла пичетленӗ. Организаци тӑрӑшнипе «Вход», «Выход», «Перед уходом не забудьте выключить свет», «На себя», «От себя», «Здесь есть видеонаблюдение», «При пожаре звоните…» тесе ҫырнисем чӑвашланнӑ. «Ирӗклӗх» типографире пичетленӗ чӑвашла табличкӑсемпе кирек мӗнле учреждение те тивӗҫтерме хатӗррине пӗлтерет. Хастарсем малашне информаци хӑмисене анлӑлатма шухӑшлаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, транспорт валли чӑвашла куҫарасси. Общество чӑвашла хӑмасем ҫукпа пӗреххине палӑртать. Хӑш-пӗр учрежденире кунашкал вывескӑсене тӗл пулма май пур, анчах вӗсене ал вӗҫҫӗн ҫеҫ хатӗрленӗ. Тӗслехрен, «Хыпар» хаҫат редакцинче, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче. Аса илтерер: «Ирӗклӗх» унччен «Кунта чӑвашла та калаҫатпӑр» табличкӑсем кӑларнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
«Про Город» редакцине Шупашкарта пурӑнакан Виктория Гусева килнӗ. Унӑн хваттерне палламан ҫынсем шӑнкӑравланӑ та вӑл чӑваш чӗлхине мӗнле шайра пӗлнине ыйтнӑ иккен. Ҫакӑ саккунлӑ майпа пулнӑ-и? Хӗрарӑм ҫакна пӗлесшӗн. Хаҫат редакцийӗ общество шухӑшне тӗпчекен темиҫе организацие шӑнкӑравланӑ. Кун хыҫҫӑн ҫакӑ паллӑ пулнӑ: кунашкал ыйтӑмсене пӗрре мар ирттернӗ. Вӗсене усал шухӑшпа йӗркелемеҫҫӗ. Анна Сорокина социолог пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак ыйтӑма халӑх вырӑс тата чӑваш чӗлхисене мӗнле шайра пулнине пӗлмешкӗн йӗркеленӗ. ЧНК пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑвашла пӗлекенсен йышӗ ҫулсерен чакать. Конгресран пӗлтернӗ тӑрӑх, ыйтӑма 8 хулари 31 шкулти 750 ача хутшӑннӑ. Хуравсене тишкернӗ. Ӑру чӑвашла сахал калаҫни палӑрнӑ. 29 проценчӗ чӑвашла пупленине пӗлтернӗ. Амӑшӗсен 53 проценчӗ тата ашшӗсен 55 проценчӗ чӑвашла пӗлет. Анчах ыйтӑма хутшӑннисенчен нихӑшӗ те ашшӗ-амӑшӗпе чӑвашла кӑна калаҫмасть-мӗн. Аслисемпе 17 проценчӗ ҫеҫ вырӑсла та, чӑвашла та пуплет. Пӗтӗмлетӳ — ашшӗ-амӑшӗпе ачисем ытларах вырӑсла хутшӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Раштавӑн 6-мӗшӗнче Мускавра Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен чӗлхине упрас тата аталантарас проектсене халалланӑ тӗлпулу иртнӗ. «Ирӗклӗ сӑмах» корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, унта чӑваш, удмурт, мӑкшӑ наци юхӑмӗсен элчисем пулнӑ. Тӗлпулура Чӑваш Ен сумне «Хавал» общество организацийӗн хастарӗсем Александр Блинов, Артём Федоринчик, Оксана Антонова, Ольга Николаева, Ольга Шарипова тата ыттисем хӳтӗленӗ. Вӗсем организацин тӗп проекчӗсем пирки каласа кӑтартнӑ. Вӗсен йышӗнче — ҫулласерен иртекен чӑваш чӗлхине вӗренмелли уйлӑх «Шкул» проект. Унпа килӗшӳллӗн чӑваш чӗлхине вӗрентекен проект класне тунӑ, медиа коллекцине чӑвашла хатӗрлеме тытӑннӑ. «МУШ» ӗҫ ушкӑнӗн элчисем Артём Малых тата Ольга Урасинова Удмуртри юхӑм пирки каласа кӑтартнӑ. Вӗсем наци чӗлхине сарас енӗпе ӗҫлекен проектсем пирки калаҫнӑ. Мӑкшӑри лару-тӑру пирки Максим Рябчиков каласа кӑтартнӑ. Вӑл туҫи ҫармӑс чӗлхипе мультфильм кӑларасси пирки ӑнлантарнӑ. Тӗлпулура Мускаври лингвист Руслан Идрисов та пулнӑ. Вӑл удмурт чӗлхинчи бесермян диалектне документсемпе ҫирӗплетес тӗлӗшпе ӗҫлет. Тӗлпулура Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи республикӑсенче икчӗлхелӗх ыйтӑвне уйрӑмах тимлӗх уйӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче паян Чӑваш чӗлхи комиссийӗн ларӑвӗ иртрӗ. Унта тӑватӑ ыйтупа калаҫма планланӑччӗ, анчах виҫҫӗшне кӑна сӳтсе явма тӳр килчӗ. Пӗрремӗш ыйтӑва — Шупашкар хулин тата Патӑрьел район администрацийӗсем Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен» калакан саккуна мӗнле пурнӑҫласа пыни пирки — хайхи явап тытмалли ҫынсем килменнине сӳтсе явмасӑр хӑварма тиврӗ. Комисси ертӳҫи Юрий Исаев кун пирки Элтепер администрацине шалӑп ҫырма хушрӗ. Иккӗмӗш ыйтура географи объекчӗсемпе ҫул-йӗр кӑтартмӑшӗсене саккун хушнӑ пек икӗ чӗлхепе ҫырассине йӗркелесси пулчӗ. Кунта вара комисси пайташӗсем «Чӑваш Республикинче административлӑ правӑна пӑснисем ҫинчен» калакан саккуна улшӑнусем кӗртсе йӗркене пӑсакансене штраф тӳллетермелле тума сӗнчӗҫ. Хайхи кунашкалли пушкӑртсен пур иккен — унта икӗ чӗлхепе ҫырмасан, тӗслӗхрен, должноҫри ҫынсем 2–5 пин тенкӗ штраф тӳлеме пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех уйрӑм ҫыннӑн чӗлхепе ҫыхӑннӑ прависене хӳтӗлеме Элтепер ҫумӗнче ятарлӑ полномочиллӗ ҫыннӑн — чӗлхе омбудсменӗн — должноҫне туса хума сӗнчӗҫ. |
Чӑваш чӗлхи
Ҫӗнетнӗ чарӑну вырӑнӗ Иртнӗ уйӑхра «Раҫҫей — спорт ҫӗршывӗ» спорт канашлӑвӗ иртнӗ май тӗп хуламӑрта чарӑну вырӑнӗсене ҫӗнетсе тухрӗҫ. Питӗ васкарӗҫ курӑнать — чарӑнусене чӑвашла ятсемсӗр хӑварчӗҫ, вырӑслисенче йӑнӑшсем тукаларӗҫ. Хайхи вырӑсла ҫырнисенчи йӑнӑшсене хӑвӑрт юсаса тухрӗҫ пулсан, чарӑну ячӗсем чӑвашла самай вӑхӑт иртсен те хӑй вырӑнне йышӑнаймарӗ. Паянхи куна илес пулсан пире савӑнмалли, тӳре-шарана мухтамалли сӑлтав пурах. Тинех Шупашкарти чарӑну ячӗсем — вырӑсла та, чӑвашла та. Эпир хамӑр ку лайӑх пулӑма хулан тӗп урамӗсенче — Ленин проспекчӗпе Карл Маркс урамӗнче асархарӑмӑр. Ӗҫ-пуҫ ытти урамсенче те ҫавнашкалах пуль тетпӗр. Сӑмах май, раштавӑн 4-мӗшӗнче Чӑваш чӗлхи комиссийӗн 2014 ҫулти иккӗмӗш ларӑвӗ иртмелле. Пӗрремӗш ыйтура унта муниципалитет йӗркеленӗвӗсен — Шупашкар хулин тата Патӑрьел районӗн — администрацийӗсем Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен» калакан саккунне мӗнле пурнӑҫласа пыни ҫинчен калаҫмалла. Шӑп та шай ҫавӑн тӗлне вырнаҫтарса тухнӑ та пулинех хула администрацийӗ. Ҫавах мухтас пулать — чӑвашла ятсенче йӑнӑшсем курмарӑмӑр. |
Чӑваш чӗлхи
Кӗҫнерникун, чӳкӗн 27-мӗшӗнче, Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине халалласа Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «Чӑваша чӑваш чӗлхи кирлӗ» канашлу иртрӗ. Ӑна асӑннӑ институтпа вӗренӳ институчӗ, ЧНК тата ЧР учительсен ассоциацийӗ ҫумӗнчи чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен секцийӗ йӗркеленӗ. Канашлӑва вӗренӳ министерствинчен Петрова Светлана Владимировна, ЧНК вице-президенчӗ Валерий Кламентьев ҫитнӗ. Ку канашлура пӗтӗмӗшле илсен чӑваш чӗлхине шкулсенче тата ача пахчисенче вӗрентесси пирки калаҫрӗҫ. ФГОС тавра калаҫрӗҫ, чӑваш чӗлхин сехечӗсене мӗнле майпа чакармасӑр хӑварма пултарасси ҫинчен. Светлана Владимировна хӑйӗн сӑмахӗнче министерство ҫак ыйту ҫине мӗнле пӑхнине каласа пачӗ. Вӗсем имӗш шкулсене ФГОС панӑ 3-мӗш варианта йышӑнма сӗннӗ. Ку варианта наци республикисенче усӑ курмашкӑн тунӑ, анчах пӑтӑрмах ҫуратнӑ шкулсем темшӗн тепӗр вариантсене илнӗ пулать. Кӑна тӳрлетмелле иккен. Светлана Владимировна ҫавӑн пекех шкулсен уставӗсене ҫӗнетесси пирки каларӗ — унта вӗренӗве чӑвашла та ирттермелли пирки кӗртмелле имӗш. |
Чӑваш чӗлхи
Хапӑс шкулӗнче вӗренекен Анастасия Ефремова Регионсем хушшинчи «Хӗрарӑмсем — ӑслӑлӑхра тата вӗренӳре» общество организацийӗ, И.Н.Ульянов ячӗлле ЧПУ, ЧР Вӗренӳ министерстви тӑрӑшнипе ҫулсерен чӑваш чӗлхипе Пӗтӗм Раҫҫейри «Чӗвелти чӗкеҫ» вӑйӑ конкурс иртет. Ӑна ачасене чӑваш чӗлхипе ытларах кӑсӑклантарас, калаҫу культурине, пултарулӑха аталантарас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Кӑҫал конкурс И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ ҫумӗнче чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче иртнӗ. Вӑрнар районӗнчи шкул ачасем унта хастар хутшӑннӑ. Чи маттуррисен ячӗсене район администраци сайтӗнче палӑртнӑ. Районти шкулсенче ҫаксем ҫӗнтернӗ: - Ростислав Анисимов (Пӑртас шкулӗ) - Ольга Васильева (Ҫӗрпел шкулӗ) - Анастасия Ефремова (Хапӑс шкулӗ) - Карина Майорова (Уравӑш шкулӗ) - Диана Михайлова (Вӑрнарти 2-мӗш шкул) - Кристина Федорова (Кӑмаш шкулӗ) - Раиса Чиркова (Вӑрнарти 1-мӗш шкул) - Полина Петрова (Санарпуҫ шкулӗ). Ҫӗнтерӳҫӗсене ЧПУри акт залӗнче парнесемпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Шупашкарти чарӑну ячӗ / «Пӗртанлӑх» кун кӗнекинчен Ӗнер гуманитари ӑслӑлӑхне аталантарас енӗпе ӗҫлекен канашӑн (2012 ҫулта йӗркеленӗ) черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ. Тӗлпулӑва гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорӗ Юрий Исаев, директор ҫумӗ Геннадий Николаев, институтӑн ертсе пыракан ӑсчахӗ Геннадий Дегтярёв тата ыттисем хутшӑнчӗҫ. Ларӑва Иван Моторин премьер-министр ертсе пычӗ. Калаҫу виҫӗ ыйту тавра пулчӗ: археологи палӑкӗсене паспортласси, чӑваш чӗлхин фразеологи словарьне кӑларасси тата «Чӑваш Республикинче чӗлхесем ҫинчен калакан саккуна» мӗнле пурнӑҫланине тӗрӗслесе тӑрасси. Фразеологи словарьне (автор — Фёдоров Георгий Иосифович) илес пулсан ӑна килес ҫул пичетлесе кӑларма палӑртаҫҫӗ. Ҫак сумлӑ ӗҫ 45 автор листи йышӑнать, е тепӗр май — 900 страница ытла. Чӑваш чӗлхи пирки калакан саккуна республикӑра икчӗлхелӗхе аталантарма, чӑваш чӗлхине ҫул уҫма йышӑннӑ пулнӑ. Хӑйӗн сӑмахӗнче Юрий Исаев ҫак саккуна сӗмсӗррӗн пӑснине, урамри кӑтартмӑшсенче час-часах чӑвашла ҫырма маннине палӑртнӑ. Тӗслӗх пек вӑл тӗнче тетелӗнчи «Пӗртанлӑх» кун кӗнекинче вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗксене те илсе кӑтартнӑ. |
Чӑваш чӗлхи
Уҫӑ урокра Районти шкулсенче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсем методика пӗрлешӗвӗн ларӑвӗсене тухӑҫлӑ ирттерме тӑрӑшаҫҫӗ. Пӗр-пӗрин ӗҫ опычӗпе паллашасси, пӗр-пӗринчен ҫӗнӗрен ҫӗнӗ технологисене алла илсе пырасси, вӗренӳ ӗҫӗнче усӑ курмалли мультимеди хатӗрӗсене курса пахаласси, пӗр-пӗрин уҫӑ урокӗсене хакласси, малашнехи ӗҫре ырӑ сӗнӳсем парасси вӗсемшӗн — пархатарлӑ ӗҫ. Ҫак ырӑ та сумлӑ ӗҫе туса пыраҫҫӗ те ӗнтӗ тӑван чӗлхене чунтан юратакансем. Акӑ, юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Красноармейски районӗн Упи шкулӗнче «Тӑван чӗлхе урокӗсене Федерацин патшалӑх вӗренӳ стандарчӗ ыйтнӑ пек йӗркелесе ирттересси» темӑпа черетлӗ лару пулчӗ. Ларӑва хутшӑнакансем Упи шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен урокӗсене итлерӗҫ, вӗсене тивӗҫлӗ хак пачӗҫ. Светлана Валерьяновна Петрова 6 класра Антип Николаевӑн «Юра асламӑшӗ» калавӗ тӑрӑх «Ватӑ ҫынна ӑшӑ сӑмах кирлӗ» темӑпа воспитани ыйтӑвӗсене анлӑ ҫутатса паракан пуян содержаниллӗ урок ирттерчӗ. Ачасем калав содержанине ӑнланса пурнӑҫпа ҫыхӑнтарма пӗлни, хайлав темипе тӗп шухӑшне хӑйсем тӗллӗн палӑртма пултарни, сӑнарсене тӗрӗс хак пама тӑрӑшни, чӑвашла тӗрӗс те илемлӗ калаҫни, хӑйсен шухӑшне уҫҫӑн каласа кӑтартни, ваттисен сӑмахӗсен пӗлтерӗшне уҫса пама пултарни пурне те савӑнтарчӗ те, мӑнаҫлантарчӗ те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |